Чăваш Енре вертолет лапамĕсем йышланĕç

Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре кăçал больницăсем валли 5 вертолет лапамĕ хатĕрлеме палăртнă.

Вертолет лартмалли лапамсем пысăк, нумай профильлĕ организацисенче пулĕç. Вĕсем регионти санитари авиацине аталантарма пулăшĕç. Унсăр пуçне кăçал республикăна васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан 53 автомобиль килсе çитмелле. Çакнашкал машинăсен автопаркне вара 100 проценчĕпех çĕнетĕç.

Пĕтĕмпе 2020 çулта 32 медицина организацийĕн пурлăхпа техника базине çĕнетме тата сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ обьекчĕсене тума 1 млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă республика центрĕн хыпарлавĕнче.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. 



Газета "Хыпар"