Аслă шкулсем дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ

16.03

Шупашкарти аслă шкулсем дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ. Вăхăтлăх мерăна тĕнчере, вăл шутра Раççейре те, алхасакан коронавируса пула йышăннă. Чăваш Енре паянхи кун тĕлне ку чирпе аптăракан çук.

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççей Çутĕç министерстви регионсене çавнашкал сĕнÿ панă: студентсен учреждение килсе çÿремесĕрех килте вĕренме юрать. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ паянтанпа дистанци мелĕпе вĕрентет.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче, производствăсенче санитари тĕлĕшĕпе хушма мероприятисем кĕртнĕ. Коронавирус алхасакан çĕршывсенчен таврăннă çынсене 14 кун килтен тухмасăр ларма сĕнеççĕ, вĕсене тухтăрсем сăнаççĕ. Хальхи вăхăтра ун пеккисем — 34 çын.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Smolensk.bezformata.com сăн ÿкерчĕкĕ.



Газета "Хыпар"