Тĕнчере алхасакан коронавирус инфекцийĕ кашни çыннах çÿçентерет. Çакна шута илсе Чăваш Енре те тĕрлĕ енлĕ хушма ĕç-пуç йĕркеленĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче, производствăсенче, халăх йышлă пухăнакан ытти çуртсенче санитари тĕлĕшĕпе профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.