Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская уçăмлатать

Коронавирус тĕнчипех сарăлнă. Раççейре инфекци çаклатнисен йышĕ ÿссех пырать. Паян кунччен Чăваш Енре чирленĕ тĕслĕх çукчĕ-ха. Кĕçнерникун каç пулттипе вара сывлăх сыхлав министерстви пĕр çынра коронавирус инфекцийĕ тупса палăртнине пĕлтерчĕ. Хăрушă вируса вăл ахăртнех чикĕ леш енче çаклатнă. Пациент нумай пулмасть Бразилирен таврăннă, Шупашкара Мускав урлă килнĕ.