Хăрушлăха курманни вăл çуккине пĕлтермест

Республикăра наркоманипе чирлисен, наркотикпе усă куракансен шучĕ чакни палăрать. Анчах çивĕчлĕх сирĕлет тени вырăнсăр. Çул çитменнисем наркотиксен тыткăнне ытларах лекеççĕ, вĕсемех наркотиксемпе çыхăннă преступленисем ытларах тăваççĕ. Çакăн çинчен Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин  ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе паян иртнĕ ларăвĕнче калаçу пулчĕ.

«Наркомани» диагноз палăртнисен республикăри шучĕ 657 çынпа танлашать. Тата 1347 çын — наркотиксемпе усă куракансем. Çак цифрăсем çулталăк маларах пулнă кăтартусенчен пĕчĕкрех. Анчах «шурă вилĕмпе» туслă ачасемпе çамрăксен, çул çитменнисен, шучĕ 39-а çитнĕ — самай хушăннă. Вĕсен тĕп йышĕ Шупашкарта — 27 ача. Çавăн пекех наркотиксемпе усă куракан ачасемпе çамрăксене Канашра, Улатăрта, Çĕмĕрлере те тупса палăртнă.

Çавăнпа ĕнтĕ наркотиксемпе кĕрешмелли профилактика ĕçĕсем валли уйăрнă 350 пин тенкĕрен çурри ытла перекетленни Олег Николаевшăн кĕтменлĕх пулчĕ. Яваплă çынсем укçа аукцион ирттернипе перекетленни, «ытлашши» тенкĕсем регион бюджетне таврăнни çинчен каласа тÿрре тухасшăн пулчĕç-ха, анчах Олег Алексеевич кунашкал сăлтава йышăнмарĕ. Ун шучĕпе, укçан çакăн пек пысăк пайĕ перекетленет тĕк, «эппин, аукцион условийĕсемех тĕрĕс мар пулнă. Юлнă укçапа вара ачасем валли усăллă мĕн чухлĕ ĕç тума пулатчĕ!» Çавăнпа ĕнтĕ вăл çакнашкал ĕçсенче «укçапа тухăçлă усă курмалла» текен йĕрке вырăнсăррине пайăррăн палăртрĕ. Чи малтан укçа перекетлесси тавра мар, ĕç тухăçлăхне тивĕçтересси пирки сăмах пымалла.

Шалти ĕçсен министерствин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров полицин, ытти тытăмăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче наркотиксем тĕлĕшпе «спрос» тенине чакарассинче курать. Ыйтакан пулмасан сутакан-сĕнекен те сахалрах пулĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн общество хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Артемьева доклачĕ те интереслĕ пулчĕ. Чăваш Енре наркотиксемпе çыхăннă лару-тăрăва хакланă май вăл наркоманипе чирлесси республикăра чылай çул Раççейри вăтам шайран пĕчĕреххине çирĕплетрĕ. Тен, шăпах çавăнпа пуль кунта пурăнакансем наркомание пысăк хăрушлăх тесе хакламаççĕ. Ятарласа ыйтăм ирттернĕ те — халăхăн тĕп пайне чи малтан ĕçсĕрлĕхпе, ĕç укçипе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарни палăрнă.

«Шурă вилĕм» тыткăнĕнчи çынсен тĕп пайĕ — 18-30 çулсенчи çынсем. 40 çултан аслăрах наркомансем çукпа пĕрех. Çакă хайхи наркăмăшпа усă курасси çав ăру çитĕннĕ тапхăрта пулманнипе кăна çыхăнман вĕт. Наркотик тыткăнне лекнисенчен нумайăшĕ 40 çула пурăнса çитеймест.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.



Газета "Хыпар"