Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Коронавирусран сыхланаççĕ

Коронавирус чирĕ тĕнчипех сарăлнă. Инфекци çаклатнисен йышĕ ÿссех пырать. Чăваш Енре паянхи кун тĕлне пĕр çын аптранине çирĕплетнĕ. Анчах та пурин те асăрхануллă та тимлĕ пулмалла, сывлăха упрамалла. Шупашкар хулинче пурăнакансем çак муртан епле сыхланаççĕ-ха? Мĕнле мелсемпе усă кураççĕ? Çак ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе эпир Шупашкар урамĕсене тухрăмăр.