Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Инфекци корпусне хăçан хута ярĕç?

Республикăри ача-пăча клиника больници инфекци чирĕсен çуртне 1969-мĕш çулта хута янă. Шупашкарти Гладков урамĕнче вырнаçнăскер, самай кивелнине шута илсе, ăна çĕнĕрен хăпартма йышăннă. Строительство ĕçĕсем вара малтан палăртнинчен кая юлса пыраççĕ. Паян унта республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çитсе килчĕ.