Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вируспа пур енлĕн кĕрешмелле

Коронавирус ан сарăлтăр тесен пур майсемпе те усă курмалла. Паянхи кун тĕлне республикăра мур чирĕ çакланнине пĕр тĕслĕх çеç палăртнă. 884 çынна тухтăрсем пăхса тăраççĕ. Хальлĕхе 19 çынна Шупашкарти васкавлă пулăшу паракан сыватмăшра тытаççĕ.