Маска çĕлеççĕ
Тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма чылайăшĕ медицина маскипе усă курать. Халĕ аптекăсенче вĕсем çук. Çивĕч лару-тăрăва шута илсе чылай регионта маскăсем çĕлеме пуçланă. Шупашкарти «Пике» фабрикăра та çак ĕçе йĕкерлесе янă. Паянхи кун çĕвĕçсем халăха маскăсемпе тивĕçтерме хатĕр. Шăпах та, маскăсен пысăк пайне карантин тапхăренче ĕçлекен предприятисене ăсатаççĕ те.