Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çавна шута илсе паян Владимир Путин Раççей халăхĕ умĕнче сăмах каларĕ.

Иртсе пыракан эрнере кану кунĕсем пулни чир-чĕр алхасса каясран сыхланма пулăшнине палăртрĕ çĕршыв ертӳçи. Хăрушлăха сирсе ярас тесе ака уйăхĕн 30-мĕшĕчченех кану тапхăрĕ пуласса пĕлтерчĕ. Унччен лару-тăру лайăхлансан регионсем хăйсен йышăнăвĕпе пурнăç йĕркине улăштарма пултараççĕ. Анчах та яваплăх пирки самантлăха та манма юрамасть.