Паянтан Шупашкарти клиника центрĕн 1-мĕш тата 2-мĕш поликлиникисене карантина хупнă
Паян Чăваш Енре коронавируспа чирлисен йышĕ икĕ хут ӳсрĕ, тепĕр тăватă çынна çакăн пек диагноз лартнă. Анчах лайăх хыпар та пур, вĕсем пурте чир паллисем палăричченех ытти çынсемпе хутшăнман. Пĕр мăшăр Доминиканăран таврăннă пулнă. Вĕсем унтан килнĕренпе килĕнчен тухман, хăйсене япăх туйма пуçласан васкавлă пулăшу чĕннĕ. Тепĕр иккĕшĕ чирлĕ пулма пултаракан ушкăнран, анализ кăтартăвне больницăри уйрăм боксра кĕтнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр 1967 çын тухнă, 542 çыннăн çак тапхăр вĕçленмен-ха, чирлисенчен пĕри сывалнă.