Дежурнăй ушкăнсем ĕçлеççĕ
07.04.2020
Ку эрнерен республикăра ĕçлеме пултаракан предпритяисен йышне ӳстерчĕç. Çавăнпах ача пахчисенче дежурнăй ушкăнсем ĕçлеççĕ. Республикипе пурĕ 58 ушкăн, пĕтĕмĕшле вĕсем 500 ытла ачана йышăннă. Садиксенче вăй хуракансен те çирĕп йĕркене пăхăнма тивет: хÿтĕлев маскисем тăхăнмалла, перчеткесемпе, дизенфекци шĕвекĕсемпе усă курмалла. Аптекăсенче çителĕксĕррине шута илсе Шупашкарти 143-мĕш ача-пăча пахчинче вăй хуракансем валли хÿтĕлев хатĕрĕсене Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова илсе çитерчĕ.