Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Мобиллĕ ушкăнсем килте лармалли йĕркене пăхăннине тĕрĕслеççĕ

Ют çĕршывран тата ытти регионтан килсен е унтан таврăннисемпе хутшăнсан икĕ эрне килте лармалла, никампа та хутшăнмалла мар. Коронавирус чирĕ сарăлнă май йышăннă йĕрке ку. Аса илтеретĕп, ăна паян тата та çирĕплетрĕç. Халĕ вăл Мускавран е ытти хуларан килекенсене те пырса тивет. Çак ушкăна лекнисемпе мобильлĕ ушкăнсем тĕл пулаççĕ. Вĕсем халĕ кашни муниципалитетрах ĕçлеççĕ.