Налуксем «çăмăлланаççĕ»

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру васкавлă мерăсем йышăнма хистет – Министрсен Кабинечĕ тунтикун черетсĕр ларăва пухăнни шăпах çакăнпа çыхăннă.

Ăна уçнă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусем çиччĕшĕ те пандеми тапхăрĕнче çухату тÿсекен предприятисемпе предпринимательсене тĕревлессипе, граждансене пулăшассипе çыхăннине палăртрĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр йышăну инфекци тапхăрне кăна пырса тивмĕ — самай вăрăмрах тапхăрлăха. Ку экономикăн малалли аталанăвне тивĕçтерме кирлĕ. Олег Алексеевич саккунсене улшăнусем кĕртме хатĕрленĕ хăш-пĕр сĕнÿ депутатсемпе, бизнес представителĕсемпе сÿтсе явнă май улшăнма пултарассине те палăртрĕ: чи кирли — вĕсем тухăçлă, усăллă пулччăр.

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков налук ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртес ыйтупа сăмах илнĕ май пандемие пула сиен тÿсекен отрасльсемпе предприятисен федераци шайĕнчи списокĕ анлăлансах пынине аса илтерчĕ — çак самантсене те шута илме тивет. Республика шайĕнче те пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсене палăртнă ĕнтĕ. Саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусем ансатлатнă йĕркепе налук хывакан тытăмсен тÿлевĕсене чи пĕчĕк шая антараççĕ. Патентпа ĕçлекенсем хывакан виçе те икĕ хут чакать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пырса тивекен ытти улшăну та пур.

Михаил Геннадьевич предприятисем ыйтнине шута илнине те çирĕплетрĕ. Сăмах – республика тулашĕнчи организацисен Чăваш Енре ĕçлекен уйрăм подразделенийĕсем пирки. Инвестици тĕллевĕпе 50 миллион тенкĕ ытла хывнă май налук тÿлес тĕлĕшпе паракан çăмăллăх малашне вĕсене те пырса тивĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 



Газета "Хыпар"