Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Юн çынна пурнăç парать

Урама тухма чарнăран юн паракансен йышĕ чакнă, анчах больницăсене вăл унччченхи чухлех кирлĕ. Çавăнпа та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем лекцисене çӳремеççĕ пулин те йăлана кĕнĕ юн паракансен эрнине ирттерчĕç.