Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём работника скорой медицинской помощи

Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём работника скорой медицинской помощи

Чӑваш Енри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн станцийӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Васкавлӑ пулӑшу службинчи ӗҫ – сывлӑх сыхлав сферинчи чи кӑткӑс та йывӑррисенчен пӗри, кунта хӑйсен тивӗҫне чунтан парӑннӑ ҫынсем вӑй ху­раҫҫӗ.

Йывӑр самантра эсир яланах юнашар, шӑпах сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑрпа тим­лӗхӗр тата вӑр-варлӑхӑр ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май параҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем – хальхи вӑхӑтри чӑн-чӑн паттӑрсем, ҫакна коронавирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.

Хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн, ырӑ кӑмӑлӑршӑн, тимлӗ те хӗрхенӳллӗ пулнӑшӑн сире Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫын ячӗпе тав тӑвас тетӗп.

Пархатарлӑ тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн пурсӑра та пысӑк тав. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                      О. Николаев

*****

Уважаемые сотрудники станции скорой медицинской помощи Чувашии!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

Работа в службе скорой помощи – одна из самых сложных в сфере здравоохранения, здесь работают люди, бесконечно преданные своему делу.

В трудную минуту вы первыми оказываетесь рядом, именно ваши оперативность, знания, внимательность позволяют спасти человека. Медики скорой помощи — настоящие герои нашего времени, и ситуация с коронавирусом это в очередной раз доказала.

От лица всех жителей Чувашии хочу поблагодарить вас за самоотверженность, доброту, чуткость, милосердие.

Выражаю искреннюю признательность за ваш благородный, добросовестный труд. Желаю счастья, здоровья, благополучия – вам и вашим близким!

 

Врио Главы Чувашской Республики                                                      О. Николаев

 



28 апреля 2020
13:10
Поделиться