Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Земство тухтăрĕсене

Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕçĕ яланах чи пархатарлисенчен пĕри шутланать. Паян вĕсем уйрăмах яваплă пулма тивет. Патшалăх та тĕрлĕ енĕпе пулăшма тăрăшать халăха сиплекен çынсене. «Земство тухтăрĕпе» «Земство фельдшерĕ» программăсене улшăнусем кĕртнĕ. Малашне аякри ялсене ĕçлеме каякансене пĕр хутчен паракан тӳлев самай пысăкрах пулĕ.