Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тур паллисем патне тимлĕрех

Чир-чĕре малтанхи тапхăрта палăртни чылай чухне сывлăха сыхласа хăварма май парать. Çакă ÿт-тир чирĕсене те пырса тивет. Чылай чухне тур паллисем те онкологи шыççи патне илсе çитерме пултараççĕ. Республикăри онкологи диспансерĕ чирлекенсен йышне чакарас тĕллевпе ятарлă акци ирттерет.