Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Етĕрнере чирлисем йышлă

Етĕрне хула тата Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕсем ĕçрен хăтарма ыйтса заявлени çырнă. Муниципалитетра коронавирус чирĕпе чирлекенсен йышĕ палăрмаллах пысăк пулнипе çыхăннă ку. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çакна муниципалитет ертӳçисем лару-тăрăва сăнаса тăманнипе, ăна лайăхлатас тесе нимĕн те туманнипе сăлтавларĕ. Коронавируспа кĕрешес тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă штабăн ĕç ушкăнĕ паян Етĕрне районĕнче пулчĕ.