Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Килте те сипленеççĕ

Чирлисене тивĕçлĕ сиплевпе, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелле. Йывăр аптракансем сыватмăшсенчи стационарсенче, чир-чĕре çăмăлрах ирттерекенсем вара килте сипленеççĕ. Чир-чĕре малтанхи тапхăрта палăртни, тĕрĕс диагноз лартни сиплев меслетне палăртма пулăшать. Çак тĕллевпех Шупашкар хулин тĕп больницинче компьютер томографин центрне йĕркеленĕ. Кунтах пациентсем «килти» сиплеве тивĕçеççĕ.