Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чир-чĕре хирĕç кĕрĕшме – çĕнĕ оборудовани

Короновирус чирĕ алхаснă тапхăрта халăха пулăшу кÿрекен ыркамăллах юхăмĕсен пĕлтерĕшĕ кунсерен ÿссе пырать. Сыватмăшсенче те хушма пулăшу кирлĕ. «Пĕрле» ыркăмăллăх фончĕ короновируса хирĕç кĕрĕшес ĕçре пысăк тÿпе хывать. Вăл тăрăшнипех васкавлă пулăшу больници çĕнĕ хатĕрсемпе пуянланчĕ.