Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче

8074«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи патшалăх информаци тытăмĕ çинче сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра контурне йĕркелесси» регион шайĕнчи проекчĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнчип тĕп больницăна çĕнĕ принтерсемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ оргтехника тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен ĕç тухăçлăхне ÿстерме, пациентсем валли хатĕрлекен документсене хăвăртрах пичетлесе кăларма пулăшĕ. Медицина ĕçченĕсем больницăна илсе килнĕ принтерсемпе ĕçлеме пуçланă та.

Нумай ачаллă çемьесене - çăмăллăхлă ипотека

«Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕ шайĕнче нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлтас тĕллевпе пулăшу кÿмелли мерăсене пурнăçламалли мероприятисене пурнăçлаççĕ.

2018 çултан пуçласа ачаллă çемьесем валли 6 процентлă çăмăллăхлă ипотека параççĕ. Ку çăмăллăхпа 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуратнă е çуратакан çемьесем усă курайраççĕ.

Çăмăллăхлă кредита çĕнĕ пурăнмалли çурт-йĕр е çурт-йĕр строительствин килĕшĕвĕпе пая кĕрсе пурăнмалли помещени, пурăнмалли çурт-йĕрпе пĕрле çĕр участокĕ туянма параççĕ.

Çавăн пекех çăмăллăх кредичĕпе малтанхи çулсенче çак тĕллевпех илнĕ кредитсене тÿлесе татма май пур. Кредит паракан организацисем кăтартнă тăрăх Чăваш Республикинче асăннă пулăшупа 1408 çемье усă курнă, 2019 çулта – 807, кăçалхи январь-май уйăхĕсенче – 422 çемье.

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа нумай ачаллă çемьесем валли тепĕр тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕ вăя кĕчĕ. Çак çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш тата ун хыççăнхи çуралакан ачасемшĕн ипотека кредитне е шутласа панă проценчĕсене тÿлеме 450 пин тенкĕлĕх субсиди параççĕ.

Ку енĕпе Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем ипотека кредичĕсене пĕчĕклетме панă 904 йышăнăва тивĕçтернĕ /2019 çулта – 552, 2020 çулта – 352/. Субсиди программипе республикăри çĕнĕ çурт-йĕр туянма 323 çемье ипотека кредичĕсем илнĕ. Ипотека кредичĕ илсе патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текен çемьесен хăйсен ыйтăвĕсемпе кредит организацийĕсемпе çыхăнмалла.

Çĕнĕ чÿречесем лартаççĕ, çивитти витеççĕ

IMG 8054РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывăн социаллă-экономикăллă аталанăвне вăйлатас тĕллевпе Правительство умне 12 тĕрлĕ нацпроекта пурнăçласа пыма тĕллев лартнă. Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнчи учрежденийсенче те çак проектсем туллин пурнăçланаççĕ. Шкулсенче вĕренÿ ĕçĕ вĕçленнĕ май тĕп юсав ĕçĕсем пуçланнă, вĕсем пурте «Муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем» пурнăçласси программăпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ.

«Вĕрентÿ» нацпроектра палăртнă задачăсене тĕллевлĕн пурнăçлассипе ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе 6 килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче инфраструктура аталанăвне тата пурлăх базине çирĕплетсе пырассишĕн тăрăшаççĕ.

Акă, 2019 çулта Кĕтеснер шкулĕнчи спортзалта 1 млн тенкĕлĕх ытла юсав ĕçĕсем тунă. М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕн çивиттине 690,9 пин тенкĕлĕх тĕпрен улăштарнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ вĕçленсен çак çÿлерех палăртнă программăпа килĕшÿллĕн 10 шкулта чÿречесене пластикрен тунисемпе улăштарма палăртнă пулнă. Çак ĕçсене Вăрмарти Г.Е.Его­ров ячĕллĕ, Энĕшпуçĕн­чи, Пысăк Енккассинчи, Кивĕ Вăрмарти, Мăнçырма­ри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче тата Кĕтеснерти, Шăхальти, Кавалти, Çĕнĕ Кинчерти, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче пурнăçлама тытăннă. Капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама элект­рон мелĕпе аукцион ирттерсе 10 млн ытла тенкĕлĕх контракт тунă.

IMG 8073Пĕтĕмĕшле илсен ку ĕçсем чылайă­шĕсенче пуçланнă та ĕнтĕ. Çÿлерех палăртнă шкулсенче 695 пластикрен чÿрече улăштарса лартма палăртнă. Вĕсенчен 115-шĕ - Мăнçырмари пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Çак ĕçсене пурнăçлаканĕ С.А.Пет­ров уйрăм çын предприниматель. Пĕр кивĕ чÿречине илсе пăрахаççĕ те çĕннине ларт­са хураççĕ. Ĕç кал-кал пулса пырать. Чÿрече лартакансене шкулти ĕçченсем — поварсем, тирпей-илем кĕртекенсем, водительсем тата ыттисем те пулăшаççĕ. Вĕсен ĕçне шкулти хуçалăх ĕçĕсене пурнăçласа пыракан /завхоз\ Н.Казаков йĕркелесе пырать. Чÿрече лартнипе пĕрлех кунта çивиттине те металлочерепицăпа улăштараççĕ. Ку ĕçе тĕп хулари «Партнер» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. «Пурте йĕркеллĕ пулсан, ку ĕçсене эпир июль уйăхĕн вĕçĕ тĕлне пĕтĕмпех туса пĕтересшĕн. Пирĕн шкула çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрса парса çак ĕçсене тума пултарнишĕн эпир чăннипех те савăнатпăр. «Мĕн лайăххи — ачасем валли», - тетпĕр пулсан ачасене пĕлÿ пухма пирĕн пур условисене те туса памалла. Уçă та ăшă, таса классенче вĕренме те аван. Патшалăх пирĕншĕн тăрăшать пулсан, эпир те алла усса лармастпăр, мĕн май килнĕ таран ĕçе вĕçлессишĕн тăрăшатпăр», - тет çамрăк директор Геннадий Олегович Васильев. Апла пулсан вĕсене ăнăçу сунмалли кăна юлать.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.Михайлова хатĕрленĕ.



Газета "Красное знамя"