Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Диспансеризаци çĕнĕрен пуçланать

Кăçалхи август уйăхĕн 10-мĕшĕнчен халăхăн професси тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци çĕнĕрен пуçланаççĕ. Вĕсене 18-65 çулхисен тухмалла. Диспансеризацие регистратура урлă çырăнмалла. Регистратура телефонĕ: 8 (83551) 2-11-93.

Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пулнă май 65 çулти граждансен тата унтан аслăраххисен, çавăн пекех бронхоỹпке, чĕре-тымар тата эндокрин тытăмĕн вăраха кайнă чирĕсемпе аптăракансен хальлĕхе диспансеризаци витĕр тухмалла мар. Чăваш Республикин аслă должноçри çынсен йышăнăвĕпе чарусене илсен кăна медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Профилактика тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци тухма медицина организацине çакăн пек чухне кайма юрамасть:

- коронавирус инфекцийĕ тупса палăртнă çынсемпе, палланисемпе, тăвансемпе е ĕçтешсемпе çыхăну тытнă пулсан;

- ỹт температури 37,5 градус е ытларах-тăк;

- ỹслĕк, сунас аптăратсан;

- сывлăш çитмесен;

- вăй чаксан;

- пуç тата пыр ыратсан;

- лаборатори тĕпчевĕ коронавирус пулнине çирĕплетсен.

Медицина организацине каякансен социаллă дистанцие пăхăнмалла, маска тăхăнмалла.

А.ТРОФИМОВА, район больницин медицина профилактикин кабинечĕн заведующийĕ. 



10 августа 2020
16:51
Поделиться