Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тӳлевсĕр эмелсем çителĕклĕ

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе 2020-мĕш çултан чĕрепе юн тымарĕн чирĕсемпе аптракансене тӳлевсĕр эмелсем пама пуçларĕç. Унта пурĕ 23 эмел кĕнĕ. Паян республикăра вĕсем çителĕклех. Тӳлевсĕр эмеле камсене тата мĕнле йĕркепе панине тĕплĕнрех Алина Сусметова каласа парать.