Чуна пусарма — хĕрарăмсен консультацине
13.04.2021
Хĕрарăмсем больницăна тухтăртан пулăшу кирлĕ чухне çеç мар, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳксен те килме пултараççĕ. Тĕп хулари клиника центрĕн Хĕрарăмсен консультацийĕнчи медицина тата социаллă пулăшу пӳлĕмĕн специалисчĕсене пула пĕлтĕр 51 ачана пурнăç парнеленĕ.