Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ — пируспа кĕрешмелли кун

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕ — пирус туртассипе кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Пирĕн республикăра та  тĕрлĕ  пуçарусем йĕркеленĕ. Тухтăрсем  табак туртакансен сывлав органĕсен ĕçне, юн пусăмне тĕрĕслеççĕ. Волонтерсем ыйтăм ирттереççĕ, буклетсем валеçеççĕ, конкурссем йĕркелеççĕ.