Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Куçа курăнман тăшманпа кĕрешекенсем

Уйăх пуçланнăранпа икĕ эрне те çитмерĕ, кăшăллă вирус 30 ытла çын пурнăçне татрĕ. Шур халатлă ĕçченсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр усал мур çаклатнисемпе кĕрешеççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хальхинче Республикăри кардиологи диспансерĕнче «Хĕрлĕ зонăра» пулчĕ.