Медицина пулашăвĕн вăхăчĕ чакать, пахалăхĕ ӳсет

Паян Шупашкарти экономика форумĕ уçăлчĕ. Кăçал вăл «Чăваш Ен. Трансформаци» ятпа иртет. Унта тĕрлĕ тытăм цифра ĕмĕрĕнче мĕнле аталаннине тишкерĕç тата искусствăлла интеллектпа экономикăна, культурăна, медицинăна çĕнĕ варкăш кĕртессине сӳтсе явĕç. Форум лапамĕсенчен пĕринче медицина тытăмĕнчи цифра витĕмĕ пирки калаçрĕç.