Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ăсталăха ӳстерме пĕтĕм май пур

Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ туллин пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн Шупашкарта симуляципе аккредитаци центрĕ тата ăсталăх лаççисем хута кайрĕç. Ку медицина тытăмне пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтермелле, медицина пулăшĕвĕн пахалăхне ӳстермелле.