Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чĕре тапма чарăнсан

Сывлăх сыхлавĕнче пурнăçа кĕрекен ятарлă программăсенчен пĕри республикăри сыватмăшсене çĕнĕ хатĕрпе тивĕçтерме пулăшать. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкар районĕнчи Сарапакассине çитсе килчĕ. Фельдшерпа акушер пунктĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕ.