Çĕнĕ корпуссем хута каймалла

Тăватă хутлă медицина реабилитаци корпусĕ, сывалма килекенсем валли хăна комплексĕ. Шупашкарти Федерацин травматологи тата эндопротезировани центрĕнче çитес вăхăтра вĕр çĕнĕ икĕ çурт хута каймалла. Строительство ĕçĕсем мĕнле пынине Олег Николаев вырăна çитсе тĕрĕслерĕ.