8 шкулти 9 класа карантина хупнă

Ачасем шкула çӳреме пуçланăранпа 3 эрне кăна-ха. Çак тапхăрта вара  инфекци чирĕпе аптракансем йышĕ ӳснĕ. Уйрăмах çул çитменнисем аптраççĕ ку амакпа. Çавна май Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча сыватмăшне  7 районтан тата 2 хуларан 4 çултан пуçласа 14 çулчченхи вируслă чир çаклатнисене йышăнма тытăннă.  Кĕçĕнреххисем Шупашкарта вырнаçнă республикăри инфекци сыватмăшĕнче сипленеççĕ.