Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыхлăх эмелне яртармаллах

Иртнĕ талăкра тата 105 çын кăшăллă вируспа чирленĕ. Кăтарту ӳссе пырать. Чир çын пурнăçне шеллемест. Ăна пула юпа уйăхĕнче кунсерен 11-15 çын пурнăçран уйрăлчĕ. Лару-тăру çивĕчленсех пырать. Çанталăк сивĕтнĕçем ытти чир-чĕр те çулăхать: шăнса пăсăлни, грипп тата ытти те. Çакă çирĕп йĕркене пăхăнма хистет. Ковид-19 тата шăнса пăсăласран сыхланмалли ăнăçлă мел – вакцинаци. Малашне çие юлнисен те прививка тума юрать. Кун пирки журналистсемпе йеркеленĕ тĕл пулура пĕлтерчĕç. Тĕветкеллисен йышне халĕ 60 çултан аслăраххисем çеç мар, амăш пулма хатĕрленекенсем тата тин çеç çуратнисем те кĕреççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан, кăçал «хĕрĕх чĕрнеллисене» ытларах Ковид-19 диагноз лартнă. Вĕсем чире йывăртарах парăнтараççĕ. Килте хăйсем тĕллĕн сипленеççĕ, шур халатлисенчен кая юлса пулăшу ыйтаççĕ. Вирусăн çĕнĕ штамĕсем вара тухсах тăраççĕ. Пĕлтĕр кăна ачасене кăшăллă вирус ермест тесе калатчĕç. Халĕ амак çамрăксене ытларах та ытларах çапса хуçать. Чирленĕ амăшĕсем хавшак пепкесем çуратнă тĕслĕхсем те пур. Республикăра паян тин çеç çăмăлланнă тăватă херарăм йывăр чирлени паллă. Пĕрин ӳпки пĕтĕмпех шыçнă. Ăна сиплеме онлайн мелпе çĕршыври чи ăста тухтăрсене явăçтарнă. Ку таранччен ачаллă амăшĕсене вакцинаци тутарман. Раççей сывлăх сыхлавĕн министерствин çĕнĕ сĕнĕвĕсемпе халĕ çие юлни 22 эрне иртсен прививка тума юрать. Маларах вара ку ĕçе ача амăшĕ пулма палăртиччен 3-4 уйăх маларах пурнăçламалла. Паллах, гриппран прививка тутарни те вырăнлă, самай усă парать. Алина Сусметова, Павел Иритков