Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чирпе кĕрĕшеççĕ

Усал мур вара вăй илсе çеç пырать. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнчи тухтăрсем талăкĕпех кăшăллă вируспа чирлекенсене сыватаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта Ковид-19 ернĕ 200-е яхăн çын сипленет. Чирлекенсен йышĕнче аслă ӳсĕмрисем чылай. Статистика тăрăх, сыватмăшра ытларах сыхлăх эмелне тутарман пациентсем. Прививка тунисем вара чире çăмăлрах ирттернине палăртаççĕ тухтăрсем. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче реанимаци уйрăмĕнче чире йывăррăн ирттерекенсем выртаççĕ. Тухтăрсем кашни пациент пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. Тухтăрсем çак мура çывăха ярас мар тесен çынсен хăйсен те тăрăшмаллине палăртаççĕ. «Прививка туни – чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел», – теççĕ куллен шур халатлисем. СТАНИСЛАВ КИРИЛЛОВ: «Вакцинаци тумалла. Ăна тунисем çăмăлрах тухаççĕ. Вакцинациленменнисем – 15 пациент. Вĕсем пурте йывăр. Мĕнле каламалла, состояни питĕ йывăр. Мĕнле тухассине калаймстăп». Чир мана ермест, айккинчен иртсе каять тесе шутлаççĕ хăшĕ-пĕрисем. Анчах та ура çинче çирĕп тăракансене те кăшăллă вирус шеллеменнине палăртаççĕ кунти сыватмăшра вăй хуракансем. Ку талăкра çеç республикăра чире çаклатнă 137 çынна шута илнĕ, 15 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кĕркунне чирлекенсен йышĕ татах та ӳсет. Сыхлăх эмелĕ çеç çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Прививка тăвакансем чире çаклатсан та, ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ