Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Хăвăрт хурав» пурнăçа кĕрет

QR-код. Юлашки вăхăтра çак сăмах кашни çын хăлхинче. Апатлану вырăнĕсене, культурăпа спорт учрежденисене тата чылай çĕре халĕ «хăвăрт хуравсăр» кĕртмеççĕ. QR-код акăлчан чĕлхинчен шăпах çапла куçать. Çĕнĕ чарусем сыхлăх эмелне яртарманнисемшĕн чăрмав кăларса тăратаççĕ-ши? Вакцинаци тутарни ерекен мура сарăлма чарĕ-и? Ыйту нумай. Вĕсене «QR-код. Теори тата практика» ятпа тӳрĕ эфирта уçăмлатрĕç. Тӳрĕ эфира Интернетри «ВКонтакте» хутшăну тетелĕнче, «Чăваш Республики» аккаунтра, YouTube-ра, наци телевиденийĕн сенкер экранĕ çинче курма тата Чăваш наципе Тăван радиосен хумĕсенче итлеме май пулчĕ. QR-код сыхлăх эмелĕн иккĕмĕш компонентне яртарнă хыççăн кăна пулать. «Патшалăх пулăшу» порталăн шырав йĕркинче вакцинаци тунин QR-кочĕ тесе çырмалла. Вара тӳрех унта куçса каятăн. Кайран ăна кĕсье телефонне упрамалла е пичетлемелле. Сывлăх хавшаккипе прививка тума юраманнине тухтăр кăна çирĕплетме пултарать. Çапах та сыхлăх эмелне яртарманнисен халăх пухăнакан вырăна каймалла мар. Вĕсен QR-код та çук. Вăраха кайнă чирсем аталаннă чухне прививка тума юрамасть. Ăна сипленĕ хыççăн сыхлăх эмелне йышăнни пĕлтерĕшлĕрех пулнине палăртаççĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерствинче. QR-код кĕртнĕ хыççăн вакцинаци тутаракансен шучĕ ӳснĕ. 362 000 ытла çын прививка тутарнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ икĕ компонентне те усă курнă. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре кăшăллă вируспа аптракансем чылайланнă. Иртнĕ талăкра кăна амака 143 çын çаклатнă. 16-ĕшĕ сывалнă, 10-ĕшĕ чире çĕнтереймен. Çакă та QR-код ыйтăвне мала кăлармаллине кăтартать