Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăха çирĕплетмелле

Каллех кăшăллă вирус. Амак парăнма шутламасть, тапăнса анчах пырать. Иртнĕ талăкра кăна 159 çын чирленĕ, 107-шĕ сывалнă, 16-шĕ çут тĕнчерен уйрăлнă. COVID-19-тан сипленмелли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Республикăра пурăнакан 400 000 яхăн çын пĕрремĕш компонентне ăша хывнă, 348 000 – икĕ компонентне тунă. Чăваш Енре прививка тунă хыççăн тепĕр çур çултан сыхлăх эмелне йышăнассси те вăй илсе пырать. Ку кăшăллă вирусран сыхланма пулăшать. Вăраха кайнă чирсем – COVID-19-па йывăррăн чирленин тĕп сăлтавĕ. Кăшăллă вируса çăмăллăн чирлесе ирттерме сыхлăх эмелĕ пулăшмалла. Прививка тума малтан чирсенчен сипленмелле. Аслă ăрури çынсемшĕн прививка питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ тухтăрсем. НИНА СИДОРОВА: «Вăраха кайнă чирсем прививка тума чăрмантармаççĕ. Вĕсем пушшех çынсене прививка тума хистемелле. Сахар диабечĕ, юн пусăмĕ хăпарни, чĕре чирĕ – ку амаксемпе аптракансем кăшăллă вирусран йывăррăн сипленеççĕ». Клиника госпиталĕнче сипленекенсен прививка тунă хыççăн тепĕр çур çултан сыхлăх эмелне йышăнни ансат иртет темелле. Пĕр-ик кунлăха ӳт температури хăпарать пулин те тепĕр çур çул вирусран хăрамалла мар. Çапах та хӳтлĕх хатĕрĕсем пирки те асрах тытмалла. ВАЛЕРИЙ МИХАЙЛОВ: «Эпĕ укола кăçалхи çул февральте тутарнă. Иккĕмĕшне – март уйăхĕнче. Виççĕмĕшне – пĕрремĕш сентябрьте. Ăна вара урăххипе, лайт тенипе турĕç. Паянхи куна нимле те палăрмарĕ. Давлени те, температура та мĕнле пулнă – çапла иртсе кайрĕ. Хама лайăх туятăп».