Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Наркотик серепине лекекенсен шучĕ чакнă

Республикăра наркопреступленисен шучĕ пĕлтĕр, малтанхи çулпа танлаштарсан, 2 хут чакнă. Лару-тăрăва лайăхлатма профилактика ĕçĕсем ирттерни, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма тăрăшни пулăшнă. Наркăмăшлă хутăш саракансемпе мĕнле кĕрешмеллине Правительство çуртĕнчи ларура тишкерчĕç. Наркотик серепине лекнисене сиплеме Чăваш Ен Правительстви ятарлă программăсем хатĕрленĕ. Ку преступленисен шутне чакарма пулăшнă. Пĕлтĕр «шур вилĕме» саракансем хушшинче вăл икĕ хут чакса 67 процентпа танлашнă. Енчен те ку енпе муниципалитетсенче лару-тăру çивĕч пулсан, профилактика ĕçĕсем туса ирттерме çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăвармаллине каларĕç ларура. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев профилактика ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ пирки халăха хыпарламаллине каларĕ. Ку ĕнтĕ çынсене усал хутăш сиенĕ пирки ытларах пĕлме пулăшĕ