Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тĕрлĕ енлĕ сиплеççĕ

Юлашки пилĕк çулта Раççейре аутизмпа чирлекенсен йышĕ икĕ хут çурă ӳснĕ. Унпа аптăракан ачасем ытти çынпа йывăр хутшăнаççĕ, тĕрлĕ хускану япăх пурнăçлаççĕ. Кăмăл-туйăма туллин палăртаймаççĕ. Вĕсене ятарлă психологсем, специалистсем сиплеççĕ. Республикăри ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен центрта кулленех тухтăрсем, психологсем аутизмпа чирлекенсемпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлаççĕ. ТАТЬЯНА ПЛЕШКОВА: «Пирĕн патра, вырăсла каласан, поведенческая терапия мел усă курăнать. Вăл ачасене хăйсене тытма вĕрентет. Тĕрлĕрен карторчкăсемпе усă куратпăр унта». Çак мелпе усă курса центрта ĕçлекенсем ачасен шухăш-кăмăлне сăнаççĕ. Вĕсен тĕп йывăрлăхĕсем – хăйсене çемьере, шкулта, тантăшĕсемпе хутшăннă чухне пĕр чĕлхе тупайманни. Çавăнпа та çак терапи усăлăхĕ тӳрех сисĕнет теççĕ кунта çӳрекенсен ашшĕ-амăшĕ. Тепĕр курăмлă меслет – ятарлă дневниксем тытса пыни. Ачасене хăйсен тантăшĕсене унта ӳкерсе кăртаççĕ. Камăн мĕнле енпе юсанмаллине психологсем тӳрех палăртаççĕ. Çавăн пекех яш-хĕре массаж тăваççĕ, çан çурăмне тĕрлĕ хăнăхтарупа çемçетме пулăшаççĕ. Сывлама вĕрентекен аппаратпа тĕрĕс ĕçлеме вĕрентеççĕ. Логопед тата ытти специалистран пулăшу илме те май пур. Регина Кубайкина, Рената Волкова, Георгий Кривошеин