Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аслă ăрурисене пур енлĕн пулăшмалла

Раççейри чи лайăх гериатри тухтăрĕсем тĕрлĕ регионта аслă ăрурисене тĕрĕс сиплемелли, хăрушă чиртен çăлмалли меслетсем çинчен каласа парас тĕллевпе çул çӳреве тухнă. Çак кунсенче вĕсем «Аслă ăру» федераци проекчĕ мĕнле пурнăçланни, регионсенчи сиплев тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки Чăваш Ен тухтăрĕсемпе конференцие пухăнса калаçрĕç. Гериатрсем пĕлтернĕ тăрăх, 2028-мĕш çул тĕлне Раççейре ватă çынсен шучĕ 25-30 процент таран ӳсмелле. Кĕмĕл тĕс çапнă тăнлавлă пациентсен чир-чĕрне юлашки çулсенче малтанхи тапхăрта тупса палăртнипе вĕсем сахалрах чирленине калаççĕ шурă халатлисем. Медицина ĕçченĕсем те хайсен ăсталăхне кунран кун туптаса, пĕлĕвне анлăлатса пыраççĕ. Акă Ольга Баскакова Ишлей çыннисене йышăннă чухне яланах вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине, тĕрлĕ спортпа туслă пулмаллине, ытлашши килограммран вăхăтра хăтăлмаллине каласа асăрхаттарать иккен. ОЛЬГА БАСКАКОВА: «75-рен аслăраххисен сывлăхĕ хавшать. Вĕсене урăхларах пăхмалла. Лекарствăсем те урăхраххисем кирлĕ. Вĕсен чирĕсем питĕ нумай. Эмел те ĕçме юрамасть. Çавăнпа та эпир кунта вĕсен сиплемелли методикинче çĕнĕлĕхсем пирки, лайăхрах пулăшма, сиплеме çăмăлтарах пултăр тесе пухăнтăмăр». Кăшăллă чир витĕмне пăхмасăр Чăваш Енри гериатрсен ĕçне пысăк хак паратпăр терĕç Мускавран тĕрлĕ сумлă сиплев учрежденийĕнчен килнĕ тухтăрсем. 10-20 çул каялла пĕçĕ шăммине хуçсан ватă çынна операци тумасăрах киле яраттăмăрччĕ пулсан хальхи медицина вĕсене пур енлĕн сипленме май парать. Çавăнпа та травматолог пĕлтерĕшĕ ӳснине палăртрĕç конференцире. Унсăр пуçне вĕсен терапевтпа, реаниматологпа, кардиологпа, гериатрпа, социаллă пулăшу тытăмĕнче ĕçлекенпе килĕштерсе ĕçлеме пĕлни пĕлтерĕшлĕ. «Эпир шăпах çак мультидисциплинарлă мелпе малашне аслă ăрурисене сиплеме тĕллев лартнă», – терĕç тухтăрсем. Регина Кубайкина, Юрий Марков