Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлаççĕ

«Тухтăрсем палăртнă тĕллеве туллин пурнăçлаççĕ». Республикăри ача-пăча больницин ĕç-хĕлне Зорикто Митупов пысăка хурса хакланă. Медицина наукисен докторĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Шупашкара Мускавран килсе çитнĕ.

Зорикто Батоевич Чăваш Енри медицина ĕçченĕсем валли лекцисем ирттерчĕ. Тухтăрсем кăкăр кăшкарĕпе çыхăннă чире сиплемелли майсене тишкерчĕç. Унăн виçи тата калăпăшĕ ӳсни сайтра хутра тĕл пулакан чир. Кун пек пациентсем Шупашкарта та пур. Вĕсен сывлăхне çирĕп тимлеççĕ. Мускавран килнĕ хăна реанимаци уйрăмне те кĕрсе тухрĕ. Кунта пĕчĕк пациентсене сиплеççĕ. Зорикто Митупов тухтăрсене сĕнӳсем те пачĕ. Кăкăр кăшкарĕпе çыхăннă чире сиплемелли пысăк пахалăхлă хатĕрсемпе паллаштарчĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни ĕç тухăçлăхне ӳстерме пулăшать те.

«Пухнă пĕлӳ чи кăткăс операцисем ирттерме пулăшать», – палăртрĕç Чăваш Енри тухтăрсем. Тен, çывăх вăхăтра Шупашкарта кăкăр кăшкарĕпе çыхăннă чире хирурги майĕпе сиплеме май пулĕ.