Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Килте тĕрĕслеççĕ

Аслă ăрури çынсем тимлĕхре. Вĕсем патне шур халатлисем киле пырсах çӳреççĕ. Медицина ĕçченĕсем ват çынсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ, диспансеризаци ирттереççĕ.

– Зоя Никоноровна, эсир мĕнле пурăнатăр?

– Эпĕ лайăх пурăнатăп-ха. Нимĕнте ыратмасть.

Анжелика Валерьевна Дмитриевсем патне тăтăшах килсе çӳрет. Сумлă ватăсен сывлăхĕпе кăсăкланать.

ЗОЯ ДМИТРИЕВА: «Час-часах килеççĕ тухтăрсем. Килнипе чун лăпкă манăн. Нимĕн те ыратмасть. Тухтăрсем килнипе кăмăллă. Иккĕн те. Эпĕ те, вăл та. Вĕсем килсен манăн ыратнисем пĕтĕмпех иртсе каяççĕ».

Юн пусăмне виçеççĕ, ӳт температурине тишкереççĕ, анализсем илеççĕ тата ытти те. Тухтăр патне каймалла пулсан пĕрле каяççĕ. Халăхăн пурнăç тăршшĕне ӳстересси «Демографи» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ. Ăна Чăваш Енре туллин пурнăçласа пыраççĕ.