Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Щит евĕрлĕ пар чирĕсем çинчен

Унăн гормонĕсем иммунитет тытăмĕ йĕркеллĕ ĕçлессишĕн яваплă. Вăл çыннăн кăмăл-туйăмне те, сăнне те витĕм кӳрет. Сăмах – щит евĕрлĕ пар çинчен. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче шăпах унăн кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Эндокрин тытăмĕн чи пысăк органĕн чирĕсемпе çĕр çинчи мĕн пур çынсен 1/3-мĕш пайĕ аптрать. Çулсеренех Чăваш Енри пин-пин çынна çак диагноза çирĕплетеççĕ. Щит евĕрлĕ пар чирĕсенче мĕнлерех хӳтĕленмелле? Çак тата ытти ыйтăва эндокринолог уçăмлатрĕ.

Щит ĕвĕрлĕ пар гормонсем ĕçлесе кăларать. Вĕсем вара организмри веществосен ылмашăвне йĕркелесе пыма та, ытти тапхăрта та питĕ кирлĕ. Ытларах чухне щит ĕвĕрлĕ пар чирĕсем организма йод çитменнине пула аталанаççĕ.

ТАТЬЯНА ЯКИМОВА: «Çакншкал тĕслĕхсем вара 90 процента яхăн Йод – щитовидный железăн гармонĕнчи кирлĕ элемент. Вăл ӳсен тăран тата аш-какай апатĕнче, ĕçмелли шывра тата сывлăшра пур».

2022-мĕш çулта Чăваш Енри 30 000 ытла çыннăн щит ĕвĕрлĕ пар чирĕ пулнине çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 2460-шне çак диагноза пирвайхи хут палăртнă.

ТАТЬЯНА ЯКИМОВА: «Йод çителĕксĕр чухне аталанакан чир-чĕрсем пирки çеç каламастпăр. Ытти чир-чĕр те: гипотериоз тетпĕр вырăсла, щитовидный железа япăх ĕçлени. Вăл аутоиммунный процесс организмра пулнăран аталанать. Çавăнпа та тăвансенче амăшĕн çак чир пулсассăн хĕрачасен хăйсене, паллах, тĕрĕслемелле».

Кашни çыннăн пурнăçра пĕрре те пулсан щит евĕрлĕ пар ĕçне тĕрĕслеттермелле. «Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне йод пур тăварпа усă курсан аванрах», – палăртать тухтăр.