Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шыçă чирĕпе кĕрешекенсем форумра пуçтарăнчĕç

Усал шыçă чирӗ паянхи кун питĕ анлă сарӑлнă. Рак тенӗ сӑмах хӑех епле хӑратать. Республикӑри онкологи диспансерӗпе пĕрле «Ҫывӑх ҫынсем» шыçă чирĕпе кĕрешекен пуçаруллă пĕрлешӳ ракпа чирлĕ çынсем тата вĕсен тăванĕсем валли «Пурнăçшăн» форум йĕркелерĕç. Вăл регионти ӳнер музейӗнче иртрĕ.

«Пурнăçшăн» форума пĕрремĕш хут йĕркелерĕç. Вăл усал шыçă чирĕнчен сиплекен тухтăрсене тата çак енĕпе ĕçлекен ăстасене пĕр лапама пухрĕ. Унта хăрушă чирпе куллен кĕрешекенсем тата вĕсен тăванĕсем пулчĕç. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çын шыçă чирĕпе 30164 çын аптăрать.

СЕРГЕЙ АЛЕКСЕЕВ: «Пирĕн республикăра шыçă чирĕсемпе чирлекенсен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Вăл ĕнтĕ, калатпăр, мĕнрен килет – экологинчен килет, çынсем хăйне мĕнле тытнинчен килет, пирĕн пата хăвăртрах килнипе килменнинчен нумай килет. Енчен те çынсем пирĕн пата хăй вăхăтĕнче килчĕç пулсан, хăй вахăтĕнче килсе сипленме тытăнчĕç пулсан – вĕсен пурнăçĕ вăрăмрах пулать. Çавăнпа та эпĕ чĕнсе каласшăн Чăваш Енри çынсене: пирĕн пата вăхăтра килме тăрăшăр. Хăвăра хăвăр пăхăр, хăвăра хăвăр юратăр».

Сăмах этем сывлăхӗпе пурнăçӗ пирки пынă чух психолог çумра пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

НАДЕЖДА ШАРЖАНОВА: «Вĕсене çак чирпе малалла кĕрешме пулăшатпăр. Çавăнпа вĕсем пирĕн патĕнче реабилитаци тухаççĕ. Реабилитацине пирĕн пата онколог ярать. Вĕсем пирĕн 12 кун хушшинче тухма пултараççĕ. Психологсен пулăшăвĕ пациентсене кăна кирлĕ мар, вĕсен тăванĕсене те, вĕсен пĕртăванĕсене те кирлĕ. Çакăн пек пулăшу та параятпăр эпир».

Шел те, паянхи куна усал шыççа хирӗç шанчăклă эмел çук. Чире парăнтарма пулăшакан ăнăçлăх тухтăрсемпе тачă çыхăнса кĕрешнинчен нумай килет. Форумра ракпа кӗрешекен, çав вăхăтрах пурнăçа юратакан хӗрарӑмсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен курав уçрĕç. Унтах Мускавран килнĕ хăнапа, паллă çыравçăпа Сергей Федоровпа рак чирне çĕнтерни пирки калаçу пулчĕ. Фотокурав тепӗр эрне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ĕçлет.