Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх — хамăр алăра

Ыранхи сывлăх еплерех пуласси паянхи ĕçсенчен килет. Çавăнпа та çирĕп çын пулас тесен хамăра валли тимлĕх уйăрмалла. Медицина ĕçченĕсем паракан сĕнӳсене те пăхăнмалла. Пĕтĕм Тĕнчери пациентсен хăрушсăрлăх кунĕ çывхарнă май, Чăваш Енри Сывлăх сыхлав министерствинче брифинг иртрĕ.