Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăха упрамалла

Каллех кăшăллă вирус хăйĕн çинчен аса илтерет. Çавна май хăш-пĕр регионсенче хӳтлĕх хатĕрĕпе  çӳрессине каяллла тавăраççĕ.

Иртнĕ çулсенчи евĕр хăрушă амакпа йывăррăн чирлес мар тесен шур халатлисем вăхăтра прививка тата ревакцинаци тутарттарма сĕнеççĕ. Çак сыхлав мелĕпе Чăваш Енри пур сыватмăшра та усă курма пулать.