Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăха тĕрĕслеме, пукане ăсталама пулать

Инкек-синкекрен хӳтĕлекен пукане ăсталама тата сывлăха тĕрĕслеме пулать. Мускаври халăх хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсен куравĕнче «Раççей» форум малаллах пырать. Чăваш Ен лапамĕ куракансене çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерет. Килекенсем валли республикăри сывлăх сыхлавĕн министерствипе ĕç тата социаллă хӳтлĕх министерстви кăсăклă та усăллă тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Чăваш Ен лапамĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать çеç мар, вăл сывлăхлă пулма та май парать. Çитес 3 эрнере курава çитсе медицина тĕрĕслевне тухма, шур халатлисен канаш-сĕневне илме пулать. Çак кунсенче вара республикăри клиникăлла офтальмологи больници хăвăрт тăвакан диагностика пулăшнипе ача-пăча куçне тĕрĕслет. Çамрăк хăнасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ куçа кантармалли зарядка тума та вĕренеççĕ. Аслисем валли чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче тата раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехетре чаплă сертификатсем вылянтарĕç. Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен республикăри стоматологи поликлиникин ĕçĕпе паллашма тата шăл юсама сертификат çĕнсе илме пулать. Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви те курма килекенсене парнесемпе савăнтарать. Унăн кĕтесне килекенсен хӳтĕлевçĕ-пукане тума вĕренме, кайран ăна пĕрле илсе кайма пулать. Ăсталăх лаççисем 5 енпе иртеççĕ. Чăваш Енĕн лапамне 17 пин ытла çын çитсе курнă. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара республика кĕтесне килекенсен шучĕ тата та ӳсĕ. Шăпах ун чухне халăх хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсен куравĕнче Чăваш Республикин кунĕ иртмелле-çке.