Министерство здравоохранения Чувашской Республики

ФЛЮОРОГРАФИ – ТУБЕРКУЛЕЗА ИР ПАЛĂРТМАЛЛИ МЕСЛЕТ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăра “Шурă чечек” акци иртет. 29-мĕшĕнче республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта Уçă алăк кунĕ пулать. 8-12 сехетсенче флюорографи тĕрĕслевĕ тÿлевсĕр, тухтăрсем сĕнÿ-канаш параççĕ. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче 11-16 сехетсенче “Мега-Молл” суту-илÿ центрĕнче, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче 11-16 сехетсенче “Ярмарка” пасарта флюорографи аппарачĕ ĕçлет - пурте тĕрĕслев витĕр тухма пултараççĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче “Вĕри лини”: хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене парăр.
Йывăр чирсенчен чылайăшĕ, çав шутра туберкулез та, çын организмне хавшатма пуçласан кăна хăйне палăртать. Кун пек чухне туберкулезпа чирлĕ çынна нумай вăхăт сиплеме тивет.
Туберкулезпа чирлĕ çынсем врач патне пулăшу ыйтма мĕншĕн çийĕнчех пымаççĕ-ха? Сăлтавĕ акă мĕнре. Чир пуçламăшĕнче çынсем хăйсене лайăх туяççĕ: ĕçлеççĕ, спорт вăййисене хутшăнаççĕ. Кун пек чухне, паллах, вĕсем хăйсем чирлине çийĕнчех пĕлмеççĕ, тепĕр чух сăн-питрен те сывă курăнаççĕ. Туберкулез чирĕ хăйне ăнсăртран палăртсан - ÿпкерен юн кайма е юнлă сурчăк тухма пуçласан кăна - вĕсем врач патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Арçынсем хăйсем ÿсĕрме тытăннине табак туртни çине йăвантараççĕ. Анчах, тĕрĕслесе пăхсан, вĕсенчен чылайăшĕ ÿпке туберкулезĕпе чирлĕ пулни палăрать.
Çын туберкулезпа чирлесен вăйран кайнине, температура ÿснине, тарланине, час ывăннине асăрхать. Çак палăрăмсем туберкулезпа чирлисемшĕн çеç мар, ÿпкен ытти чирĕшĕн те пĕрешкел пулаççĕ. Акă мĕншĕн хăвăра йывăр туйсанах сывлăха тĕрĕслеттерме врач патне каймалла.
Туберкулезпа чирлени палăрсанах врачсем сиплеме тытăнаççĕ. Чир вăрттăн иртнине вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюорографи меслечĕпе тĕпчени нумай пулăшать. Çак меслет туберкулеза çын врач патне кайичченех тупса палăртма май парать. 15 çула çитнĕ çамрăксенчен пуçласа пурне те тĕрĕслеççĕ. Кирек мĕнле чирпе аптранă пулсан та врач çав çынна чи малтан флюорографи тума ярать. Ку çын организмне сиен кÿмест. Акă мĕншĕн пурин те - кил хуçи хĕрарăмĕсен те, пенсионерсен те, кашни сывă çыннăн та - икĕ çулта пĕр хут флюорографи витĕр тухмалла. Участок терапевчĕ патĕнче диспансер учетĕнче тăракансен, медицинăра, çурт-йĕрпе ача-пăча учрежденийĕсенче, апат-çимĕç предприятийĕсенче ĕçлекенсен, студентсен, аслă шкулта вĕренекенсен çулталăкра пĕр хут флюорографи тĕрĕслевĕнче пулмалла. Чирлĕ çынпа юнашар пурăнакансен туберкулезран сиплекен тухтăр патĕнче учетра тăмалла, вĕсен пĕр çулта икĕ хут флюорографи витĕр тухмалла.
Врачсем сăнанă тăрăх, флюорографипе нумай вăхăт тĕрĕсленмен çынсен хушшинче туберкулезăн йывăр формипе чирлисем те тĕл пулаççĕ. Ÿпке туберкулезĕпе чирлисем сывă çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл - сикекен чир.
Вулакансем, хăвăрăн сывлăха тăтăшах тĕрĕслесе тăрăр! Çемье членĕсене тата тăванăрсемпе пĕлĕшĕрсене флюорографипе тĕрĕслени усăллă çеç пулнине ăнланса илме пулăшăр.
Ас тăвăр! Флюорографипе тĕрĕсленни туберкулеза тата ытти чире аталанма пуçласанах тупма пулăшать.
Флюорографире пулнă хыççăн та сире врач чĕнет пулсан ун патне пĕр тăхтаса тăмасăрах кайăр. Туберкулезран час сываласси чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех сипленме пуçланинчен нумай килет.


"Хыпар"
20 марта 2008
00:00
Поделиться
;