Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Лео БОКЕРИЯ: «КУНТИ ОБОРУДОВАНИ ПИТĔ ЧАПЛĂ...”»

Пирĕн республикăна Раççей медицина наукисен академийĕн чĕре тата юн тымарĕн хирургийĕн А.Н.Бакулев ячĕллĕ наука центрĕн директорĕ Лео Антонович Бокерия килни, Республикăри кардиологи центрĕнче мастер-класс ирттерни - виçĕ пациентăн чĕрине операци туни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Операцисен хушшинчи пушă вăхăтпа усă курса сиплевçĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе курнăçнă, ыйтăвĕсене хуравланă. Паянхи кăларăмра вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
- Лео Антонович, сире Чăваш Республикине чĕнсе илчĕç-и е хăвăр кăмăл турăр-и? Çула тухас умĕн регионсене мĕне кура суйлатăр?
- Тĕрĕссипе, Чăваш Енпе центр чылайранпа çыхăну тытать, сирĕн патран пынă пациентсем йышлă пирĕн. Унсăр пуçне “Наци сывлăхĕ” лига тăтăшах ирттерекен “Сывлăх хумĕ” маршрут Шупашкар витĕр иртет. Çыхăнусем йĕркеленсе çитнĕ, вĕсене çирĕплетме О.Шарапова нумай пулăшать. Хамăр та кардиохирурги шайне çÿле çĕклес тесе вырăнти лару-тăрупа интересленсех тăратпăр. Паллах, ним çук çĕртипе мар ĕнтĕ. Тин кăна-ха Ярославльти центра уçма хутшăнтăм. Унта халиччен чĕре операцийĕ ирттермен. Чăваш Енре вара 400 ытла операци тунă, апла тăк пысăк опыт пухнă. Чи пахи - кунти сывлăх сыхлавне пысăк технологиллĕ пулăшупа тивĕçтерме ырă лару-тăру туса хунă, чаплă кардиоцентр йĕркеленĕ. Çакна та шута илтĕмĕр паллах, çывăхрах паллашас, çыхăнăва вăйлатас терĕмĕр. Асăнмаллах пулĕ: халĕ “чирлисен юхăмĕ” текен термин пур - Бакулев центрĕнче сипленекенсене ытти регионсене яма тытăнчĕç. Çак ыйту та канăçсăрлантарчĕ - апла-и, капла-и, килсе курма, çирĕп никĕсе хаклама, вырăнти специалистсене хамăр операци мĕнле тунипе паллаштарма шутларăмăр. Хирургсен питĕ сумлă бригадипе çитрĕмĕр, пĕрремĕш класлă супер-медсестрасем, ертсе пыракан анестезиолог, реаниматолог килчĕç. Пирĕн нумай çулсем хушши пуянланнă практика вырăнлă пулмалла. Совет саманинчех ĕçлеме тытăннă эпир, чикĕ леш енне, союзлă республикăсене кайнă. Халĕ вара регионсене çитсе куратпăр.
- Виçĕ операци ирттертĕмĕр терĕр, чирлисене мĕне кура суйласа илтĕр? Питĕ йывăр пациентсем мар пулĕ те?
- Вĕсене ĕçтешсем палăртнă. Эпĕ вара коронарлă, çуралнă чухнех чĕре клапанĕсем тĕрĕс мар аталаннине е шăнса пăсăлнине пула чирпе нушаланакансем пулмаллине кăна пĕлтертĕм. Пĕрремĕш пациент коронарлă чирпе хытах нушаланнă, унăн икĕ артерийĕ те сиенленнĕ: сылтăмми питĕрĕнсех ларнă, сулахаййи 95 процент пĕрĕннĕ. Çавна май чĕри кирек хăш самантра та чарăнса ларма пултарнă. Операци кăлтăксăр иртрĕ, çĕнĕ условисене вăл мĕнле хăнăхассине сăнамалла ĕнтĕ.
- Ятарлă оборудовани пĕрле илсе килтĕр-и е кунтипех усă куратăр-и?
- Кунти оборудовани те питĕ чаплă: искусственнăй юн çаврăнăшĕн аппарачĕ, наркоз оборудованийĕ - хальхи технологипе кăларнăскерсем. Эпир операци тума кирлĕ пĕр хут усă курмалли хатĕрсем кăна илсе килнĕ.
- Операци пациентшăн тÿлевлĕ е тÿлевсĕр?
- Ку ыйтăва çÿллĕ шайра тата тĕплĕ татса парас тетпĕр. Тĕнчери нихăш çĕршывра та, çав шутра АПШра та, чĕре тата тымар хирургийĕ патшалăх шучĕпе тытăнса тăмасть. Эпир, тĕрĕссипе, калăпăш тăрăх малта пыракан патшалăхсенчен юлса пыратпăр. Ишеми чирĕпе, ачасен чĕре чирĕпе нушаланакансене кардиохирурги пулăшăвĕпе 10 тата 42-44 процент кăна тивĕçтеретпĕр.
Пурте пĕлетпĕр: ятарлă пулăшу валли укçа-тенкĕ чылай нумайрах уйăрма пуçларĕç. Çапах та вăл çителĕксĕр. Страховани ыйтăвне татса памаллах. Кунта эпĕ ирĕклĕ страховани пирки кăна шухăшламастăп. Анчах та пирĕнтен кашнин полис пулмалла, унта укçа-тенкĕ “пухăнмалла”: хамăр обязательнăй страхованишĕн тÿлени, патшалăх уйăрни, ĕç паракан куçарни тата уйрăм çын хăй хывни. Ун пек чухне тин вăл е ку больницăна суйласа илме май килĕ. Тĕрĕссипе, паянхи медицинăна феодаллă теме пулать: чирлĕ çынна палăртнă учреждение яраççĕ. Унта япăх сыватнине вăл пĕлсе тăрать, çапах та лару-тăрăва улăштараймасть, унăн шăпине татса панă ĕнтĕ. Эмел çитмест, пуриншĕн те тухтăрсене сăмах тивет, юлашкинчен хур кураканĕ вара пациент пулса тăрать.
Çакнашкал пăтăрмахран хăтăлма кирлĕ те ĕнтĕ сертификата пуянлатса пыни. Ĕçĕ кунта кăна та мар-ха: медицина питĕ хаклă вĕт. Пирĕн специализацире, тĕслĕхрен, пĕр хут усă курмалли хатĕрсен 99 процентне чикĕ леш енче туянаççĕ, Раççейре вĕсене туса кăлармаççĕ. Кăларсан та пахалăхĕ япăх.
Пирĕнтен кашни хăйĕн полисĕпе больницăна укçа илсе килсен медицина отрасльне аталантарас текен бизнес çыннисем тупăнмаллах.
- Вырăнти ассистентсем медицинăн пысăк технологийĕсене алла илни операци вăхăтĕнче сисĕнчĕ-и?
- Тĕрĕссипе, пĕрремĕш стендра пирĕн сотрудник тăчĕ, операци сестри те, анестезиолог та Бакулев центрĕнчен килнĕскерсем пулчĕç. Пулăшакансенчен Александр уйрăмах килĕшрĕ мана. Професси ăсталăхĕ çÿллĕ шайра унăн.
- Чăваш Республикипе çыхăнусем еплерех çирĕпленсе пырĕç?
- Ку енĕпе эпир хамăр тÿпене хывма хатĕр. Чĕре тата тымар чирĕпе нушаланакансене пулăшас тĕллевпе РФ Правительстви ятарлă йышăну кăларнă. РФ Сывлăх сыхлавĕ регионсем çумне çирĕплетнĕ 4 организаци йышне пирĕн центр та кĕрет, Чăваш Республикине эпир пулăшма тивĕç. Çывăх вăхăтрах кунти специалистсене Мускава чĕнсе коронарлă тата ытти чир-чĕртен сиплемелли мелсене вĕрентĕпĕр.
- “Сывлăх” наци проекчĕ кардиохирургие еплерех витĕм кÿрет?
- Хальлĕхе пĕтĕмлетме иртерех пек туйăнать, мĕншĕн тесен центрсене пурне те хута ярайман-ха. Ĕçлекеннисем пур паллах. Маларах палăртрăм вĕт: чирлисене кардиохирурги пулăшăвĕ парассин проценчĕ питĕ пĕчĕк. Çавăнпа та паха опыта сармалла. Çапла вара çĕнĕ центрсем йĕркелени ырă ĕçе аталанма май памалла.
- Ачасене кардиохирургин кăткăс операцийĕсем кунта мĕншĕн тумаççĕ?
- Ача мĕн чухлĕ çамрăкрах, операци çавăн чухлĕ кăткăсрах, мĕншĕн тесен юна искусствăлла майпа çавăрттаракан аппаратпа пепкен виçи килĕшсе тăмаççĕ. Çавна май кăткăс операцисене вырăнта тума тăхтамалла. Пĕчĕкскерсене Бакулев ячĕллĕ центр йышăнма яланах хатĕр.
Васкавлă пулăшупа тивĕçтермелле килсе тухсан /ун пек чух çын пурнăçне сехетсем татса параççĕ/, паллах, санитари авиацийĕпе усă курни питĕ меллĕ.
- Донор ыйтăвне епле хаклатăр?
- Ку ыйту питĕ кăткăс. Чи малтанах обществăра унăн этика тĕлĕшĕнчи сĕмне уçăмлатмалла. Çынсен ыттисен чун ыратăвне ăнланма, хĕрхенме, шеллеме вĕренсе çитмелле. Хальхи вăхăтра Раççейре 1000 çын пуçне юн паракан 13 донор тивет. Европăра ку кăтарту - 65. Иртнĕ çулсенче пирĕн çĕршывра та 100-тен иртнĕ. “Мĕншĕн юн памалла, ман пата таврăнмасть вĕт вăл”, - теме пăхĕ хăшĕ-пĕри. Таврăнать çав, сан пата мар тăк çывăх тăвану, пĕлĕшÿ патне. Паян пирĕн обществăра тÿнтерле хăш-пĕр пулăм, улшăну медицинăна та ура хума тăрăшать. Чирлĕ çыннăн чĕрине сыввипе улăштарма чикĕ леш енне илсе каяççĕ. Сăмах май, Германире операци 250 пин еврона ларать тата клиникăра тĕрĕсленсе тăнăшăн кăна 100 пин евро тÿлемелле. Йÿнĕрех операцисем те - аортăн коронарлă шунтированийĕ, клапансем тата ытти те - пур. Хамăр çĕршывра трансплантаци çук тата чирлисене пăхма пĕлмеççĕ тесе укçаллă çынсене ют патшалăха леçеççĕ. Мускаврах ку енĕпе ĕçлекен уйрăм çын клиники пур, медицина страхованиллĕ çынсене васкавлă пулăшу машини вĕсем патнех илсе пырать. Тен, капитализм аталанăвĕн тапхăрĕнче çакăншăн питех тĕлĕнме кирлех те мар пулĕ-ха.
Трансплантологи ыйтăвĕ патнех таврăнар-ха. Обществăра çакна ăнланса çитмелле: хамăра хамăр пулăшмасан пире никам та хÿтĕлемĕ. Пуç мими ĕçлеме пăрахнă хыççăн органсене касса илме чарни, прессăра трансплантаци валли ачасене сутни пирки ăнланмалла мар хыпарсем пичетлени - айванла хăтланни.
Пирĕн центр ку енĕпе ятарлă программа туса хатĕрлерĕ. Анчах вăл пĕччен нимех те тăваймĕ. Ман шухăшпа, общество ăнланăвĕ ÿссен, пулăшăва ытларах сарсан, сертификат кирлине туйса тăрсан, çын ăçта, кам пулса ĕçленине, хула больницинче е Бакулев центрĕнче, е Мускав больницинче сипленнине пăхмасăр ăна сиплев стандарчĕпе тивĕçтерсен ырă улшăнусем пулмаллах. Мĕн-ха вăл стандарт? Пĕр сăмахпа - пĕрешкел эмел, тĕрĕслевĕн тата реабилитацин енĕсем. Кун пек чух обществăра нимĕнле пăлхану та пулмĕ, компромисс шыравĕ кăна вăй илĕ.
- “Сывлăх хумĕ” кăçал та вăй илет-и?
- Кăçалхи çурла уйăхĕнче малтанхи маршрутпах иртмелле вăл.
- Хăвăр чĕрĕре тĕрĕслеттеретĕр-и?
- Эпĕ опытлă вĕт. Ман ÿсĕмри çыннăн организмĕнче тем те тупма пулать. Çук, тĕрĕслеттерместĕп. Хама лайăх туятăп.
- Эвтанази пирки мĕн шухăшлатăр?
- Хирĕçлетĕп. Ун пекки пулмалла мар. Теприн пурнăçĕпе никамăн та хуçаланма ирĕк çук. Çыннăн хăй вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлмалла.
- Паян кăткăс операци турăр. Сăнăр-питĕрте вара ывăннин палли те çук. Вăй-хала мĕнле майпа упратăр?
- Кун йĕркине пăхăнатăп. Эпĕ чылай вăхăт пысăк пусăмлă барокамерăра ĕçленĕ /çавăншăн Ленин премине илнипе тивĕçлипе мухтанатăп/. Унта сунас ерсен те кĕме юраман, хăлха параппанĕ çурăлас хăрушлăх пулнă. Çавăнтанпа хамăн ĕçри яваплăха тивĕçлипе хаклатăп. Талăкра ултă сехетрен кая мар çывăрма тăрăшатăп. 25 çул ĕнтĕ - хальхилле каласан - Кремль диетине пăхăнатăп. Чĕрĕ пахча çимĕç, пĕçернĕ аш, пулă çиетĕп. Çăкăра вара эрнере пĕр хут кăна ас тиветĕп. Сахăрпа тăвара сивлетĕп. Куллен 8-10 сехет операци сĕтелĕ умĕнче тăни вăй-хала пĕтерет паллах. Велотренажерпа сыпăсен ĕçне йĕркелесе тăратăп. “Чупакан çул”, пуç хĕрлĕ тăрса сывлăха тĕреклетмелли хатĕрсем те пур манăн.
- Пирĕн çĕршывра юн тата тымар хирургийĕн пулăшăвне кĕтекен мĕншĕн çав тери нумай?
- Çакна никам та тĕрĕс хуравлаймĕ. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче АПШпа пирĕн çĕршыври лару-тăру пĕрешкелехчĕ. Унтанпа пысăк уйрăмлăхсем пулса иртрĕç. Американсем туртма, ĕçме пăрахрĕç, наркомансен йышне чакарчĕç. Апатлану пирки тĕплĕн шухăшлама пикенчĕç. Халĕ вĕсем патĕнче маркировка туман апат-çимĕç сутмаççĕ. Диета тытаççĕ, апатлану йĕркине пăхăнаççĕ, спорта хисеплеççĕ, гипертоние профилактикăлас енĕпе нумай ĕçлеççĕ.
Раççейре вара юлашки 20 çулта пурнăç пуç хĕрлĕ çаврăнчĕ темелле: кулянатпăр, тарăхатпăр. Çемьесем арканаççĕ, ачасем ытлашши пулса тăчĕç, апат япăхланчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси пирки шухăшламастпăр. Ахальтен ÿсет тетĕр-и юн пусăмĕ? Вăл тĕрлĕ чир-чĕр пуçламăшĕ...
- Сирĕн юн пусăмĕ мĕнлерех?
- Пурте йĕркеллĕ. Утса-чупса çÿретĕп вĕт.
- Тăванăрсене операци тăватăр-и?
- Çук. Çывăх туссене малтан операци тăваттăм. Урăх ку ĕçе кÿлĕнместĕп.
- Хĕрĕрсем те хăвăр пекех маттур иккен сирĕн.
- Чăнах çапла. Ÿссе çитрĕç. Пĕри - ача-пăча кардиологĕ, тепри хамăр центрта ĕçлет, медицина наукисен кандидачĕ, профессор.
- Чăваш Ене тепре хăçан килетĕр?
- Чĕнсен /ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова çирĕплетнĕ тăрăх Лео Антоновича килсе курма чĕннĕ те мĕн/.


"Хыпар"
15 апреля 2008
00:00
Поделиться
;