Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«ИККĔМĔШ» ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕНĔ

Вăрнарти Леонид Уткин çурхи хĕвеллĕ кунсенче хăйне çĕнĕрен çуралнăнах туять. Йывăр операцие чăтса ирттернĕ хыççăн, паллах, халĕ вăл реабилитаци курсĕ витĕр тухать. Анчах чи хăрушши – хыçра.
Л.Уткин чылай çул чĕре чирĕпе аптăранă. Водительте тимленĕскерĕн, сывлăхĕ хавшанăран ĕçрен те пăрахма лекнĕ.
43 çулхи Леонид Валентиновича «иккĕмĕш» пурнăç парнелекенĕ – тĕнчипе паллă кардиохирург Лео Бокерия. Республикăри кардиодиспансерта вăл йывăр виçĕ операци тунă. Пирĕн ентешĕмĕрĕнне чĕрен пĕр клапанне протезпа улăштарнă, иккĕмĕшне тĕплĕн сипленĕ.
Çемье пуçне халĕ мăшăрĕ Валентина тата вунă ывăлĕ чăтăмсăррăн киле кĕтеççĕ. Эпир те ăна хăвăртрах сывалса тухма ăнăçу сунатпăр.


26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;