Министерство здравоохранения Чувашской Республики

ЧИ ХАКЛИ - ÇЕМЬЕ, ЮРАТУ, ШАНЧĂКЛĂХ

ПАЯН - Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Кăçалтан пуçласа ăна кашни çулах утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвĕç.
Çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă. Тĕпчевçĕсем историе кĕрсе юлнă çак мăшăр вăтам ĕмĕрсенче пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Петрпа Феврония чăн-чăн юратăвĕпе, пĕр-пĕрне чунран парăнса, ăнланса, пулăшса пурăннипе мĕн пур мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсене усал çынсен сăмахĕ те, инкек-синкек те, нимĕнле йывăрлăх та çĕнтерме пултарайман. Мĕншĕн тесен таса та ырă чунлăскерсем пĕр-пĕрне шаннă, пĕрле канашласа йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă. Çемье ăшшинче ĕмĕрленĕ Петрпа Феврония вăхăт çитсен пĕр кунра, пĕр сехетре çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Кил вучахне пурнăç тăршшĕпех вăй-хăват парса тăракан çемье паян та сахал мар. Юлашки вăхăтра телекуравăн шоу-передачисенче е хăш-пĕр “сарă” евĕрлĕрех хаçат-журналта “хальхи шухăшлава” мала хуракансем çемье институчĕ пĕтсе пырать, ирĕклĕ хутшăнусем пуç пулса тăма пуçлаççĕ тесе янăрашаççĕ пулин те - çемье пурăнать, аталанать, унăн малашлăх пур. Çемьерен ирĕклĕ пулас юхăм пĕр тапхăр темиçе çул каялла анăçри çĕршывсенче, АПШра сарăлнăччĕ. Халĕ ку вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Аталаннă çĕршывсенче çемье пахалăхĕсем, ăна хисеплесси, пулăшасси çĕнĕрен вăй илсе пырать. Пирĕн çĕршывра та иртĕхнĕ çамрăксемпе пуянсен çак чирĕ нумайлăхах пырас çук пек туйăнать.
Патшалăх та çемье ыйтăвне тĕп ыйтусен шутне кĕртсе унăн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Çемьесене, ачасене адреслă пулăшупа тивĕçтересси, амăшĕн капиталĕ, амăшĕпе ачин сывлăхне çирĕплетесси, нумай ачаллă çемьесене хавхалантарасси, килти хушма хуçалăха аталантарма, çамрăк мăшăрсене пурăнмалли çурт-йĕр е хваттер тума çăмăллатнă кредитсем парасси тата ытти - йăлтах çемье пурнăçне лайăхлатма витĕм кÿмелли тĕллевлĕ йышăнусем. Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ хастар мăшăрсем вĕсемпе туллин усă курса пурнăçне ăнтарма, ачисене йĕркеллĕ ÿстерсе ура çине тăратма тăршаççĕ. Ÿркенмесен, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, хавхалантарса ĕçлесен ĕмĕтленни çитет. Кил-йышра пурте пĕр шухăшлă пулсан пурнăç та часах малалла каять тенĕ пирĕн мăн асаттесем те.
Сăмах май, паян республикăри кашни районтах патшалăх пулăшăвĕпе тата хăйсен пултарулăхĕпе усă курса кермен пек çурт лартакан, хушма хуçалăха аталантарса тупăш илекен çамрăк çемье чылай. Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинчи Зойăпа Николай Черновсем, Тури Тимĕрчкассинчи Ларисăпа Андрей Осиповсем, Красноармейски районĕнчи Чатукассинчи Татьянăпа Геннадий Михайловсем - ку списока темĕн тăршшех çырса кайма пулать. Таçта инçетре, Мускав-Çĕпĕр таран, телей шыраса çÿремеççĕ вĕсем. Тăван тăрăхрах, çĕр çинче ĕçлесе, хушма хуçалăха анлăлатса, выльăх-чĕрлĕх нумай усраса çĕнĕ хуралтăсем çĕклеме, ачисене вĕрентме вăй çитереççĕ. Телее шан, ĕçлеме ан ман тесе ăслă чăваш ахальтен каламан çав.
Çемье ăшши, хăвачĕ кашни çыннах кирлĕ. Пурнăç ăнăçлă пуласси те чылай енчен йĕркеллĕ кил-йышра ÿснинчен килет. Ашшĕ-амăшĕн воспитанири пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Кашни ачан çемьере ÿсмелле тесе палăртни пуш сăмах мар. Çавăнпа та патшалăх хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене çемьене вырнаçтарма тăрăшать, çакăн пек çемьесене тивĕçлĕ пурăнма условисем туса парать. Юлашки çулсенче ачасене воспитание йышăнса ÿстересси вăй илчĕ. Чылайăшĕ вĕсене тăван тĕпренчĕкĕсенчен уйăрмасăр, юратса пăхать. Кил ăшшинче ачасем ырă йăла-йĕркесене, аслă ăрăва хисеплеме, çемье чысне упрама вĕренеççĕ. Ку вĕсене çитĕнсен пурнăç, кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса çемье çавăрас, ура çинче çирĕп тăрас тĕлĕшпе пулăшма кирлех.
Пĕтĕмпех ачалăхран, çамрăклăхран килет. Çак “авăнакан хулă” çулĕсенче чуна кĕрсе вырнаçнă пахалăхсем çемье пурнăçне çав тери пысăк витĕм кÿреççĕ. Ĕмĕре Турă çырнă юратнă мăшăрпа телейлĕ пурăнса ирттерекен мăшăрсем çемье çирĕплĕхĕ чи малтанах тÿсĕмлĕхрен, килĕшÿрен, ĕçченлĕхрен килнине палăртаççĕ. Чăваш Енре 50, 60 çул пĕрле пурăнакан мăшăр сахал мар. Тимĕр туй /65 çул/ паллă тăвакансем те тĕл пулаççĕ. Вĕсен пархатарлă тĕслĕхĕпе çемьене упраса нумай çул телейлĕ пурăнма кашни мăшăра ырă сунса çемье, юрату, шанчăклăх уявĕпе саламлатпăр.
Алина ЛУКИЯНОВА
ЧИ ХАКЛИ - ÇЕМЬЕ, ЮРАТУ, ШАНЧĂКЛĂХ
ПАЯН - Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Кăçалтан пуçласа ăна кашни çулах утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвĕç. Çак куна сăваплă Петр тата Феврония Муромскисене халалланă. Тĕпчевçĕсем историе кĕрсе юлнă çак мăшăр вăтам ĕмĕрсенче пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Петрпа Феврония чăн-чăн юратăвĕпе, пĕр-пĕрне чунран парăнса, ăнланса, пулăшса пурăннипе мĕн пур мăшăршăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсене усал çынсен сăмахĕ те, инкек-синкек те, нимĕнле йывăрлăх та çĕнтерме пултарайман. Мĕншĕн тесен таса та ырă чунлăскерсем пĕр-пĕрне шаннă, пĕрле канашласа йывăрлăхсене çĕнтерме май тупнă. Çемье ăшшинче ĕмĕрленĕ Петрпа Феврония вăхăт çитсен пĕр кунра, пĕр сехетре çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

"Хыпар"
08 июля 2008
00:00
Поделиться
;